25 Унӑн хыҫӗнчен Галилейӑран, Вунхула ҫӗрӗнчен, Иерусалимран, Иудейӑран, Иордан леш енчи ҫӗрсенчен килнӗ темӗн чухлӗ халӑх ҫӳренӗ.
Ун хыҫҫӑн темӗн чухлӗ халӑх пынӑ, Иисус пурне те сыватнӑ.
Ун хыҫҫӑн нумай халӑх пынӑ, унта Вӑл чирлисене сыватнӑ.
«Тинӗс еннелле выртакан ҫул ҫинчи, Иордан леш енчи Завулонпа Неффалим ҫӗрӗ, чӑн Турра пӗлмен Галилея!
Иисус, халӑх йышлӑн пухӑннине курсан, ту ҫине улӑхнӑ. Вӑл ларсан, вӗренекенӗсем Ун патне пуҫтарӑннӑ.
Иисус ту ҫинчен ансан, Ун хыҫӗнчен темӗн чухлӗ халӑх пынӑ.
Унтан ҫав ҫын Вунхула ҫӗрне кайнӑ та Иисус ӑна мӗн туни ҫинчен каласа ҫӳреме пуҫланӑ. Вара пурте тӗлӗннӗ.
Шӑмат кун ҫитсен Вӑл синагогӑра вӗрентме пуҫланӑ. Итлекенсенчен чылайӑшӗ тӗлӗннипе ҫапла каланӑ: «Кунашкал пӗлӳ ӑҫтан тухать-ха Унӑн? Мӗнлескер-ши вӑл, Ӑна панӑ ӑслӑлӑх? Ҫавнашкал хӑватсене тума епле пултарать-ши Вӑл?
Иисус Тирпа Сидон ҫӗрӗнчен Вунхула ҫӗрӗ витӗр каллех Галилея тинӗсӗ хӗррине тухнӑ.
Иисус апостолсемпе пӗрле ту ҫинчен ансан тӳрем ҫӗрте чарӑнса тӑнӑ. Унта вара Унӑн чылай вӗренекенӗсем тата пӗтӗм Иудейӑран, Иерусалимран, тинӗс хӗрринчи Тирпа Сидон таврашӗнчен нумай халӑх пуҫтарӑннӑ.
Пӗтӗм халӑх Ӑна сӗртӗнесшӗн пулнӑ, мӗншӗн тесен Унран тухакан хӑват пурне те сыватнӑ.