20 Вӗсем вара ҫав самантрах сӗреке-тетелӗсене хӑварса Ун хыҫҫӑн кайнӑ.
Ашшӗне е амӑшне Мана юратнинчен те ытларах юратакан Мана тивӗҫлӗ мар. Ывӑлне е хӗрне Мана юратнинчен те ытларах юратакан та Мана тивӗҫлӗ мар.
Ҫавӑн чухне Петр Ӑна хирӗҫ каланӑ: «Акӑ эпир хамӑрӑн мӗн пуррине пӗтӗмпех хӑвартӑмӑр та Сан хыҫҫӑн пыракансем пултӑмӑр. Уншӑн пире мӗн лекӗ?»
Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ман хыҫҫӑн пыракансем пулӑр, Эпӗ сире этем чунӗсене тытакансем тӑвӑп».
Пырсан-пырсан Вӑл тата икӗ пӗртӑвана – Иаковпа унӑн шӑллӗне Иоана – курнӑ. Вӗсем Зеведей ывӑлӗсем пулнӑ, ашшӗпе пӗрле кимӗ ҫинче сӗреке-тетелӗсене юсаса тӑнӑ, Иисус вӗсене те Хӑйпе пӗрле чӗннӗ.
Унтан вӗсем икӗ киммине те ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ та, пӗтӗмпех пӑрахса хӑварса, Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.