Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 4:19 - Синодальный НЗ

19 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ман хыҫҫӑн пыракансем пулӑр, Эпӗ сире этем чунӗсене тытакансем тӑвӑп».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 4:19
17 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Унтан Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Кам Ман хыҫҫӑн пыракан пулас тет, ҫав хӑй ҫинчен манса, хӑйӗн асап хӗресне йӑтса, Ман хыҫҫӑн пытӑр.


Иисус ҫамрӑк ҫынна ҫапла каланӑ: «Пӗр кӑлтӑксӑр пулас килсен кайса хӑвӑн пурлӑхна сут та укҫине чухӑнсене валеҫсе пар, вара сан валли пурлӑх пӗлӗт ҫинче пулӗ. Ху кил те Ман хыҫҫӑн пыракан пул».


Пӗррехинче Иисус Галилея тинӗсӗ хӗррипе иртсе пынӑ. Ҫавӑн чухне Вӑл тинӗсе сӗреке-тетел пӑрахакан икӗ пӗртӑвана – Петр текен Симонпа унӑн шӑллӗне Андрея – курнӑ. Вӗсем пулӑҫӑсем пулнӑ.


Вӗсем вара ҫав самантрах сӗреке-тетелӗсене хӑварса Ун хыҫҫӑн кайнӑ.


Анчах Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Ман хыҫӑмран пыракан пул, вилнӗ ҫыннисене вилӗмлисемех пытарччӑр».


Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус налук пухмалли ҫурт умӗпе иртсе пынӑ. Вӑл унта ларакан Матфей ятлӑ ҫынна курнӑ та ӑна: «Ман хыҫӑмран пыракан пул», – тенӗ. Вара лешӗ тӑнӑ та Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.


Иртсе пынӑ чухне Вӑл Алфей ывӑлне Левие, налук пухмалли ҫуртра лараканскере, курнӑ. «Ман хыҫӑмран пыракан пул», – тенӗ ӑна Иисус. Лешӗ тӑнӑ та Ун хыҫӗнчен кайнӑ.


Ҫавӑн хыҫҫӑн, унтан кайсан, Иисус налук пухмалли ҫуртра ларакан Левий ятлӑ ҫынна курнӑ. «Ман хыҫран пыракан пул», – тенӗ ӑна Иисус.


«Ман хыҫӑмран пыракан пул», – тенӗ Вӑл тепӗр ҫынна. Лешӗ вара ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Ирӗк парсамччӗ: вилнӗ аттене кайса пытарам малтан».


Тепӗр кунне Иисус Галилейӑна кайма шут тытнӑ. Вӑл Филипа тӗл пулнӑ та: «Атя Ман хыҫӑмран», – тенӗ.


Ман ирӗке тӑвакан Ман хыҫҫӑн пытӑр; Эпӗ ӑҫта – тарҫӑм та ҫавӑнтах пултӑр. Вара Ман ирӗке тӑвакана Аттем те хисеплӗ».


«Эпӗ ӑна Хам тепре киличченех пурӑнтарас тетӗп пулсан та, сана мӗн ӗҫ? – тавӑрнӑ ӑна Иисус. – Эсӗ Ман хыҫҫӑн пыракан пул».


Эпӗ сире тӑкаклантарман пулсан та, тен, чеескер, сиртен улталаса илнӗ тесе шутлатӑр?


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ