15 «Тинӗс еннелле выртакан ҫул ҫинчи, Иордан леш енчи Завулонпа Неффалим ҫӗрӗ, чӑн Турра пӗлмен Галилея!
Вӑл Завулонпа Неффалим тӑрӑхне, тинӗс хӗрринчи Капернаум хулине, Назаретран пурӑнма куҫнӑ.
Ҫак ӗҫ Исаия пророк сӑмахӗсем пурнӑҫланма пулса иртнӗ. Вӑл ҫапла каланӑ пулнӑ:
Унӑн хыҫӗнчен Галилейӑран, Вунхула ҫӗрӗнчен, Иерусалимран, Иудейӑран, Иордан леш енчи ҫӗрсенчен килнӗ темӗн чухлӗ халӑх ҫӳренӗ.
Унтан Иисус вӗсене Моисейран пуҫласа пур пророксем те Ҫырнинче Хӑйӗн пирки мӗн каланине ӑнлантарса панӑ.