13 Вӑл Завулонпа Неффалим тӑрӑхне, тинӗс хӗрринчи Капернаум хулине, Назаретран пурӑнма куҫнӑ.
Эсӗ те, хӑвна тӳпе таранах мӑнна хуракан Капернаум хули, тамӑк тӗпнех анса кайӑн. Сан урамусенче кӑтартнӑ хӑватсене Содомра кӑтартнӑ пулсан вӑл паянхи кунчченех ларнӑ пулӗччӗ.
Иисуспа вӗренекенӗсем Капернаумра чухне Петр патне Турӑ Ҫурчӗ валли налук пухакансем пырса каланӑ: «Сирӗн Вӗрентекен налук укҫи тӳлет-и?»
Ҫак ӗҫ Исаия пророк сӑмахӗсем пурнӑҫланма пулса иртнӗ. Вӑл ҫапла каланӑ пулнӑ:
«Тинӗс еннелле выртакан ҫул ҫинчи, Иордан леш енчи Завулонпа Неффалим ҫӗрӗ, чӑн Турра пӗлмен Галилея!
Унтан Иисус кимӗ ҫине ларса каялла ишсе каҫнӑ та Хӑй пурӑнакан хулана тавӑрӑннӑ.
Акӑ ӗнтӗ вӗсем Капернаум хулине ҫитнӗ. Унта Вӑл пирвайхи шӑмат кунах синагогӑра вӗренте пуҫланӑ.
Иисус каллех Капернаума пырсан темиҫе кунранах Вӑл килне тавӑрӑнни ҫинчен хыпар сарӑлнӑ.
Санӑн та, хӑвна тӳпе таранах мӑнна хуракан Капернаум хули, тамӑк тӗпнех анса каймалла пулӗ.
Иисус вӗсене каланӑ: «Паллах, эсир, ваттисем каларӑшле: „Тухтӑр, Хӑвна Ху сыват!“ – тесе калама пултаратӑр Мана. Капернаумра Эсӗ мӗн тунине илтрӗмӗр эпир. Кунта та, Ху ӳснӗ хулара, ҫавна туса кӑтарт тесе каласшӑн ӗнтӗ эсир».
Ҫавӑн хыҫҫӑн Вӑл Хӑй те, Амӑшӗ те, тӑванӗсем те, вӗренекенӗсем те Капернаума кайнӑ, унта вӗсем темиҫе кун ҫеҫ пурӑннӑ.
Ҫапла вара Вӑл каллех Галилейӑри Кана хулине, Хӑй шывран хӗрлӗ эрех тунӑ ҫӗре пынӑ. Капернаумра патшан пӗр улпучӗ пурӑннӑ, унӑн ывӑлӗ чирлӗ выртнӑ.
Тӗттӗмленнӗ пулин те, Иисус ҫаплах пыман. Вара вӗсем, кимӗ ҫине ларса, тинӗс тепӗр енчи Капернаума ише пуҫланӑ.
Анчах Иисус та, вӗренекенӗсем те ку ҫыранта ҫуккине пӗлсен халӑх кимӗсем ҫине ларнӑ та Иисуса шыраса Капернаума ишсе кайнӑ.
Ҫак сӑмахсене Вӑл Капернаумри синагогӑра вӗрентнӗ чухне каланӑ.