Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 4:10 - Синодальный НЗ

10 Вара Иисус ӑна ҫапла хуравланӑ: «Кай Ман патӑмран, шуйттан! Ҫырнинче: „Хуҫа Турруна кӑна пуҫҫап, пӗр Уншӑн анчах ӗҫлесе тӑр“, – тенӗ вӗт».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 4:10
30 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус вара Петр енне ҫавӑрӑнса каланӑ: «Кай Ман патӑмран, шуйттан! Эсӗ Мана илӗртсе иккӗлентеретӗн; эсӗ Турра юрӑхли ҫинчен мар, этеме юрӑхли ҫинчен шухӑшлатӑн».


Пуш хирте Ӑна шуйттан хӗрӗх кун илӗртсе тӗрӗсленӗ. Иисус тискер кайӑксем хушшинче пурӑннӑ, ангелсем Уншӑн ӗҫлесе тӑнӑ.


Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Шуйттан пӗлӗт ҫинчен ҫиҫӗм пек ӳкнине Эпӗ куртӑм.


Шуйттан та хӑйпе хӑй хирӗҫет пулсан, унӑн патшалӑхӗ епле тытӑнса тӑрайтӑр? Эсир вара Мана усалсене Веельзевул хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать тетӗр.


Авраам йӑхӗнчи ҫак хӗре шуйттан вун сакӑр ҫул ҫыхса усранӑ. Вӑл ӗнтӗ ҫав ҫыхӑран шӑмат кун ирӗке тухма тивӗҫлӗ марччӗ-и?»


Вун иккӗшӗнчен пӗрин, Искариот текен Иудӑн, ӑшне шуйттан кӗнӗ.


Иисус вара каланӑ: «Эх, Симон, Симон! Акӑ ӗнтӗ шуйттан сире тулӑ алланӑ пек аллама ирӗк ыйтса илчӗ.


«Кай Ман патӑмран, шуйттан, – тенӗ Иисус. – Ҫырнинче ҫапла каланӑ: „Хуҫа Турруна кӑна пуҫҫап, пӗр Уншӑн анчах ӗҫлесе тӑр“».


Ҫав ҫӑкӑр татӑкне илнӗ хыҫҫӑнах Иуда ӑшне шуйттан кӗнӗ. «Тума пуҫланине хӑвӑртрах туса пӗтер», – тенӗ ӑна Иисус.


Мана ӗненнипе вӗсен ҫылӑхӗсем каҫарӑнмалла пулччӑр тесе, сӑвапласа тасатнисемпе пӗр шӑпаллӑ пулччӑр тесе эсӗ вӗсен куҫӗсене уҫӑн. Вӗсене шуйттан аллинчен хӑтарса Турӑ аллине парӑн, тӗттӗмлӗхрен ҫутта илсе тухӑн“.


Анчах та Петр ӑна ҫапла каланӑ: «Анания, ҫӗр укҫине пытарса хӑварса эсӗ Святой Сывлӑша улталас терӗн-им? Хӑвӑн ӑшна ҫав шухӑша кӗртме мӗншӗн эсӗ шуйттана ирӗк патӑн?


Пӗр-пӗринчен пӑрӑнса ан ҫӳрӗр. Пӑрӑнас пулсан та, пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлса, вӑхӑтлӑха, пӗтӗм чун хавалӗпе типӗ тытасчӗ, кӗлтӑвасчӗ тесе пӑрӑнӑр. Унтан каллех пӗрле пулӑр. Ахальлӗн, хӑвӑра тытса чарма йывӑррине курса, сире шуйттан илӗртсе улталӗ.


Кунтан тӗлӗнме кирлех те мар, мӗншӗн тесен шуйттан хӑй те ҫутӑ ангелӗ пек курӑнма тӑрӑшать.


Хама Турӑ нумай уҫса панипе мӑнкӑмӑлланса каясран вара чир-чӗр сӑнни ӳт-пӗвӗме витерчӗ. Мӑнкӑмӑлланса каясранах мана тертлентерме шуйттан ангелне ячӗҫ.


Ҫапла туни пире шуйттан ҫиеле тухасран хӑтарать; унӑн киревсӗр шухӑшӗсем пирӗншӗн паллӑ.


Ҫапла вара, хӑвӑра Турӑ аллине парӑр. Шуйттана хирӗҫ тӑрӑр, вара вӑл сирӗн патӑртан тарӗ.


Ҫирӗп ӗненӳпе ӑна хирӗҫ тӑрӑр. Ӗненекен тӑванӑрсем те пӗтӗм тӗнчипе ҫавнашкал асапах курнине асрах тытӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ