1 Ҫавӑн хыҫҫӑн Сывлӑш Иисуса шуйттан илӗртӗвӗпе тӗрӗслеме пуш хире ертсе кайнӑ.
Ӗнтӗ Манӑн сирӗнпе калаҫасси нумаях юлмарӗ, мӗншӗн тесен ҫак тӗнчен пуҫлӑхӗ килет. Вӑл Манпа хуҫаланаймӗ!
Вӗсем шывран тухсанах евнух ҫине Святой Сывлӑш аннӑ, Филипа вара Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ ҫавӑнтан илсе кайнӑ та вӑл евнуха курӑнми пулнӑ. Унтан евнух савӑна-савӑна малалла ҫул тытнӑ.
Кам Турӑ Сывлӑшӗ ертсе пынипе ҫӳрет, ҫав Турӑ ачи пулать.
Мӗншӗн тесен Вӑл Хӑй, асаппа тӗрӗсленнӗскер, халӗ асап куракансене пулӑшма пултарать.
Кашниех хӑйӗн кӑмӑлӗ туртнипе, илӗртнипе улталанать.