Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 3:9 - Синодальный НЗ

9 „Пирӗн мӑн асатте – Авраам!“ – текен шухӑшпа киленсе ан пурӑнӑр. Калатӑп сире: Турӑ ҫак чулсенчен те Авраам ачисем тума пултарать.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 3:9
22 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

– Мӗншӗн тесен усал шухӑшсем пурте: мӑшӑра улталасси, аскӑнланасси, ҫын вӗлересси, вӑрласси, ҫӑткӑнланасси, хаярланасси, улталасси, чарак ҫукки, кӗвӗҫесси, Турра хурласси, мӑнкӑмӑлланасси, ӑссӑрланасси – ҫын ӑшӗнчен, чун-чӗринчен тухаҫҫӗ.


Вара вӑл: „Ман ӗнтӗ мӗн тӑвас-ши? Вырса пуҫтарнӑ тырра усрама вырӑн ҫитмест“, – тесе шухӑшланӑ.


„Эй, Авраам мӑн асатте, хӗрхен мана! – тесе кӑшкӑрнӑ пуян. – Лазаре ярсам, типнӗ ҫӑварӑма тумлам шывпа йӗпеттӗрччӗ! Эпӗ ҫак ҫулӑм ӑшӗнче питӗ асапланатӑп-ҫке!“


«Калатӑп сире, – тенӗ Иисус вӗсене хирӗҫ, – вӗсем шӑплансан чулсем кӑшкӑрма пуҫлӗҫ».


Эппин хӑвӑр ҫылӑхран ӳкӗннине тивӗҫлӗ ӗҫпе ҫирӗплетсех тӑрӑр. „Пирӗн мӑн асатте – Авраам!“ – текен шухӑшпа киленсе ан пурӑнӑр. Калатӑп сире: Турӑ ҫак чулсенчен те Авраам ачисем тума пултарать.


Иисус вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе ҫапла тавӑрса каланӑ: «Эсир мӗншӗн ун пек шухӑшлатӑр?


Ҫавна курсан Иисуса чӗнсе кӗртнӗ фарисей хӑй ӑшӗнче шухӑшланӑ: «Ҫак Ҫын чӑнах та пророк пулсан, Хӑйне кам, мӗнле хӗрарӑм сӗртӗннине пӗлӗччӗ, мӗншӗн тесен ку ҫылӑхлӑ хӗрарӑм!»


Иудейсем Ӑна хирӗҫлесе ҫапла каланӑ: «Эпир Авраам йӑхӗнчен, эпир нихӑҫан та никам чури те пулман. Епле-ха Эсӗ тата пире ирӗке кӑларасшӑн?»


Эсир Авраам йӑхӗнчен пулнине пӗлетӗп. Анчах Ман сӑмахӑмсем чӗрӗре шӑнӑҫайманран эсир Мана вӗлерме те хатӗр.


Эсӗ мӗн, пирӗн мӑн асаттемӗр Авраамран та чаплӑрах-им? Вӑл та, пророксем те вилнӗ. Эсӗ Хӑвна Кам вырӑнне хуратӑн?»


Эй тӑван ҫыннӑмӑрсем! Авраам йӑхӗн ачисем! Эй, Турӑран хӑракан сирӗн хушшӑрти ытти халӑх ҫыннисем! Ҫак ҫӑлӑнӑҫ сӑмахне сирӗн валли янӑ.


– Турӑ урӑх халӑх ҫыннисене Хӑй ячӗпе пухса Хӑйӗн халӑхӗ тума малтанах кӑмӑл туни ҫинчен Симон пире ӑнлантарса пачӗ.


Хамӑр мӑн асаттемӗр Авраам ҫинчен мӗн калама пулать? Хӑй тӑрӑшнипе вӑл мӗнле тивӗҫлӗ ӗҫ тунӑ-ха?


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ