5 Ун патне Иерусалимран, пӗтӗм Иудейӑран тата Иордан шывӗ таврашӗнчен ҫынсем пырсах тӑнӑ.
Ирод патша вӑхӑтӗнче, Иудейӑри Вифлеем хулинче Иисус ҫуралсан, хӗвел тухӑҫӗнчи ӑсчахсем Иерусалима пынӑ та халӑхран ҫапла ыйтнӑ:
Унӑн хыҫӗнчен Галилейӑран, Вунхула ҫӗрӗнчен, Иерусалимран, Иудейӑран, Иордан леш енчи ҫӗрсенчен килнӗ темӗн чухлӗ халӑх ҫӳренӗ.
Вара ун патне пӗтӗм Иудея ҫӗрӗнчен те, Иерусалим хулинчен те халӑх пыма пуҫланӑ. Иоанн вӗсене ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнтерсе Иордан юхан шывӗнче пурне те шыва кӗртнӗ.
Иоанн киличчен саккунпа пророксем кӑна пулнӑ. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа Турӑ Патшалӑхӗн Ырӑ Хыпарне пӗлтереҫҫӗ, тӑрӑшсассӑн кашниех унта кӗреет.
Иоанн вара Иордан шывӗ таврашӗнче, пур ҫӗрте те, ҫылӑхсене каҫарттармашкӑн ӳкӗнсе шыва кӗме ӳкӗтленӗ.
Иоанн хӑй патне шыва кӗме пыракан халӑха ҫапла каланӑ: «Эй, ҫӗлен ҫурисем! Ҫитес ҫилӗрен тарса хӑтӑлма кам вӗрентрӗ сире?
Иоанн та Салим ҫывӑхӗнчи Енонра шыва кӗртнӗ, мӗншӗн тесен унта шыв ҫителӗклех пулнӑ. Ҫынсем ун патне пыра-пыра шыва кӗнӗ.
Иоанн вӑл ҫунса ҫутӑ паракан ҫутаткӑҫчӗ, эсир вара ун ҫутинче кӑшт кӑна савӑнса юласшӑн пултӑр.