13 Ҫавӑн чухне, Хӑйне Иоанн шыва кӗрттӗр тесе, Иисус Галилейӑран Иордан хӗррине пынӑ.
Анчах та Иудейӑра Ирод ывӑлӗ Архелай ашшӗ вырӑнӗнче патшара ларнине пӗлсен Иосиф унта тавӑрӑнма шикленнӗ. Вара, Турӑ хӑйне тӗлӗкре пӗлтернине итлесе, Галилейӑна кайнӑ.
«Санӑн мана шыва кӗртмелле, Эсӗ вара Ху ман патӑма килтӗн-и?» – тесе хирӗҫленӗ малтанах Иоанн.
Иоанн вӗсене ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнтерсе Иорданра шыва кӗртнӗ.
Эпӗ хам та Ӑна пӗлместӗмччӗ. Ҫапах та, Израиль халӑхӗ Ӑна пӗлтӗр тесе, шывпа тӗне кӗртме килтӗм».