12 Кӗреҫи те Унӑн Хӑйӗн аллинчех. Вӑл йӗтемӗнчи туллине сӑвӑрса тасатӗ те ӑна Хӑйӗн кӗлетне пухса хурӗ, арпи-улӑмне вара сӳнми вутра ҫунтарса ярӗ».
– Выриччен хутӑшах ӳсчӗр-ха, вырмара вара выракансене ҫапла хушӑп: ҫунтарса ямашкӑн малтан ҫум курӑкне пухса кӗлтен-кӗлтен ҫыхӑр, туллине ман кӗлете пуҫтарса хурӑр“».
Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн ангелӗсене ярӗ те, вӗсем Унӑн Патшалӑхӗнчи ҫылӑха кӗртекенсене, усал тӑвакансене пурне те ҫумлӗҫ.
Вара вӗсене ҫунакан вута пӑрахӗҫ: унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнӗ.
Ун чухне сӑваплисем Ашшӗн Патшалӑхӗнче хӗвел пек ҫуталӗҫ. Илтме хӑлха пурри илттӗр».
Иоанн пурне те ҫапла каланӑ: «Эпӗ сире шывпа тӗне кӗртетӗп. Анчах та манран Хӑватли килет, эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар. Вӑл сире Святой Сывлӑшпа тата вутпа тӗне кӗртӗ.
Кӗреҫи те Унӑн Хӑйӗн аллинчех. Вӑл йӗтемӗнчи туллине сӑвӑрса тасатӗ те ӑна Хӑйӗн кӗлетне пухса хурӗ, арпи-улӑмне вара сӳнми вутра ҫунтарса ярӗ».
Ҫырла туман туратӑмсене Вӑл касса пӑрахать. Ҫырла тӑвакан туратсене Вӑл, ҫырли тата нумайрах пултӑр тесе, иртсех, тасатсах тӑрать.