11 Эпӗ сире ӳкӗнтерсе шывпа тӗне кӗртетӗп. Анчах та ман хыҫҫӑн Килекенни манран хӑватлӑрах, эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар. Вӑл сире Святой Сывлӑшпа тата вутпа тӗне кӗртӗ.
Иоанн пурне те ҫапла каланӑ: «Эпӗ сире шывпа тӗне кӗртетӗп. Анчах та манран Хӑватли килет, эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар. Вӑл сире Святой Сывлӑшпа тата вутпа тӗне кӗртӗ.
Эсир те, кӗҫӗннисем, аслисене итлӗр. Вара пурте, пӗр-пӗрне итлесе, пӗр-пӗринпе сӑпайлӑ та йӑваш пулӑр. Мӗншӗн тесен Турӑ мӑн кӑмӑллисене хирӗҫлет, йӑвашшисене Хӑйӗн тивлетне парать.