8 Хӗрарӑмсем тупӑклӑх патӗнчен васкасах кайнӑ. Вӗсем пӗр хӑраса та пӗр савӑнса Иисусӑн вӗренекенӗсене пӗлтерме чупнӑ.
Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни ҫинчен, сирӗнтен маларах Галилейӑна ҫитсе кӗтсе тӑрасси ҫинчен Унӑн вӗренекенӗсене хӑвӑртрах кайса пӗлтерӗр. Эсир Ӑна Галилейӑра тӗл пулӑр. Ман сире ҫакна каламалли пурччӗ».
Вӗренекенӗсене калама кайнӑ чух сасартӑк вӗсене ҫул ҫинче Иисус тӗл пулнӑ та: «Сывлӑх сунатӑп!» – тенӗ. Вӗсем вара патнерех пынӑ та чӗркуҫленсе ларнӑ, уринчен тытсах пуҫҫапнӑ.
Вара вӗсем тупӑклӑхран тухса тарнӑ, тӗлӗннипе питӗ хӑраса ӳкнӗ. Хӑранӑран вара никама та ним те каламан.
Чӑн-чӑнах калатӑп сире: эсир ӗсӗклесе йӗрӗр, ӳлесе макӑрӑр, анчах та тӗнче савӑнӗ. Эсир хуйха ӳкӗр, анчах та сирӗн хуйхӑр савӑнӑҫпа ылмашӗ.
Ҫавнашкалах эсир те халӗ тертленетӗр. Акӑ Эпӗ тепӗртакран сире курӑп та, сирӗн чӗрӗрсем савӑнӑҫпа тулӗҫ. Ҫав савӑнӑҫа сирӗнтен никам та туртса илеймӗ.