4 Хурал тӑракансем унран хӑранипе вилесле чӗтресе ӳкнӗ.
Хӗрарӑмсем ҫул ҫинче чухне хӑш-пӗр хуралҫӑсем хулана ҫитнӗ те мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех аслӑ священниксене каласа панӑ.
Ангел ҫиҫӗм пек ялтӑртатса тӑнӑ, тумтирӗ юр пек шурӑ пулнӑ.
«Ан хӑрӑр, – тенӗ вара ангел хӗрарӑмсене, – пӑталанӑ Иисуса эсир шыранине пӗлетӗп.
Хуралҫӑ, ҫутатмалли пама хушса, тӗрмене чупса кӗнӗ те хӑранипе чӗтресе Павелпа Сила умне ҫӗре ӳкнӗ.
Ӑна курсассӑнах эпӗ Унӑн ури умне вилнӗ пек ӳкрӗм. Вара Вӑл ман ҫине сылтӑм аллине хурса ҫапла каларӗ: «Ан хӑра. Эпӗ – Малтанхи те, Кайранхи те.