3 Ангел ҫиҫӗм пек ялтӑртатса тӑнӑ, тумтирӗ юр пек шурӑ пулнӑ.
Ҫавӑнта вара вӗсен умӗнчех Унӑн сӑн-сӑпачӗ улшӑннӑ: сӑнӗ хӗвел пек ялтӑраса кайнӑ, тумтирӗ чӑлт шуррӑн ҫуталса тӑнӑ.
Хурал тӑракансем унран хӑранипе вилесле чӗтресе ӳкнӗ.
Унтан, тупӑклӑха кӗрсен, вӗсем сылтӑм енче шап-шурӑ тум тӑхӑннӑ пӗр ҫамрӑк ларнине асӑрханӑ. Вара хӗрарӑмсем тӗлӗннипе питӗ хӑраса ӳкнӗ.
Унӑн тумтирӗ юр пек чӑлт шуррӑн ҫуталса тӑнӑ, ҫӗр ҫинчи пӗр шуратакан та унашкал шуратаймасть.
Вӑл унта шурӑ тумлӑ икӗ ангел ларнине курах кайнӑ. Пӗри Иисус выртнӑ тӗлте пуҫ вӗҫӗнче, тепри ура вӗҫӗнче ларнӑ.
Вӑл тӳпене ҫӗкленнине апостолсем пӑхса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра, тӳпенелле пӑхнӑ чухне, вӗсем сасартӑк хӑйсемпе юнашар шурӑ тумлӑ икӗ ҫын тӑнине курнӑ.
Унтан эпӗ тӳперен анакан тепӗр хӑватлӑ ангела куртӑм. Вӑл пӗлӗтпе чӗркеннӗччӗ, пуҫӗ ҫинче асамат кӗперӗ тӑратчӗ. Хӑйӗн пичӗ хӗвел пек ҫиҫетчӗ, урисем вут юпа евӗрлӗччӗ.
Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ тӳперен анакан тепӗр ангела куртӑм. Ӑна питӗ пысӑк влаҫ панӑччӗ. Унӑн чап-мухтавӗпе ҫӗр пичӗ те ҫуталса кайрӗ.