Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 28:10 - Синодальный НЗ

10 Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене: «Ан хӑрӑр, кайӑр та ӗненекен тӑванӑмсене Галилейӑна пыма калӑр. Мана вӗсем унта тӗл пулӗҫ», – тенӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 28:10
18 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус вӗсене ҫав самантрах сасӑ парса: «Хастар пулӑр! Ку – Эпӗ, ан хӑрӑр!» – тенӗ.


„Чӑн калатӑп сире, – тейӗ вӗсене Патша, – ҫаксене эсир Манӑн пӗр-пӗр кӗҫӗн тӑваншӑн тунӑ, апла ку Маншӑн туниех пулать“.


„Чӑн калатӑп сире, – тейӗ вара Вӑл, – эсир Манӑн ҫак кӗҫӗн тӑванӑмсенчен пӗрне ырӑ туманни Мана ырӑ туманнипе пӗрех“.


Чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн вара Эпӗ Галилейӑра сирӗнтен те маларах пулӑп».


Вун пӗр вӗренекенӗ Галилейӑна, Иисус пыма хушнӑ ту ҫине, кайнӑ.


«Ан хӑрӑр, – тенӗ вара ангел хӗрарӑмсене, – пӑталанӑ Иисуса эсир шыранине пӗлетӗп.


Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни ҫинчен, сирӗнтен маларах Галилейӑна ҫитсе кӗтсе тӑрасси ҫинчен Унӑн вӗренекенӗсене хӑвӑртрах кайса пӗлтерӗр. Эсир Ӑна Галилейӑра тӗл пулӑр. Ман сире ҫакна каламалли пурччӗ».


Вӗренекенӗсене калама кайнӑ чух сасартӑк вӗсене ҫул ҫинче Иисус тӗл пулнӑ та: «Сывлӑх сунатӑп!» – тенӗ. Вӗсем вара патнерех пынӑ та чӗркуҫленсе ларнӑ, уринчен тытсах пуҫҫапнӑ.


Ҫапах та эсир Унӑн вӗренекенӗсене тата Петра: „Иисус сире Хӑй каланӑ пекех Галилейӑра тӗл пулӗ, эсир Ӑна унта курӑр“, – тесе кайса калӑр».


«Ман ҫума ан сӗртӗн, – тенӗ ӑна Иисус, – мӗншӗн тесен Эпӗ Хам Аттем патне ҫӗкленмен-ха. Эсӗ Манӑн ӗненекен тӑванӑмсем патне кай та ҫакӑн ҫинчен пӗлтер: Эпӗ Хамӑн Аттем патне, сирӗн Аҫӑр патне; Хамӑн Туррӑм патне, сирӗн Туррӑр патне ҫӗкленетӗп».


«Ан хӑрӑр, ку – Эпӗ», – тенӗ вӗсене Иисус.


Турӑ вӗсене ҫураличчен малтанах пӗлнӗ, Хӑйӗн Ывӑлӗ евӗрлӗ пулмашкӑн та малтанах палӑртса хунӑ. Ывӑллӑха илнӗ ӗненекен нумай-нумай ҫын хушшинче Хӑйӗн Ывӑлӗ малтанхи пултӑр тенӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ