1 Шӑмат кун иртсен, эрнен малтанхи кунӗнче, тул ҫутӑлнӑ чух Мария Магдалинӑпа тепӗр Мария тупӑклӑха пӑхма кайнӑ.
Вӗсен хушшинче Мария Магдалина, Иаковпа Иосия амӑшӗ Мария тата Зеведей ывӑлӗсен амӑшӗ те пулнӑ.
Мария Магдалинӑпа тепӗр Мария вара ҫавӑнтах, тупӑклӑх умӗнчех, ларнӑ.
ҫавӑнпа вӗсем килне тавӑрӑннӑ та ырӑ шӑршӑллӑ курӑксем тата сӗрмелли ҫусем хатӗрлесе хунӑ. Вара, саккуна пӑхӑнса, шӑмат кун каннӑ.
Эрнен малтанхи кунӗнче, ирпе ирех, хатӗрлесе хунӑ ырӑ шӑршӑллӑ ҫӑвӗсене илсе хӗрарӑмсем тупӑклӑх патне пынӑ. Вӗсемпе пӗрле урӑх хӗрарӑмсем те пулнӑ.
Ҫитменнине тата хамӑр хӗрарӑмсенчен хӑшӗ-пӗрисем пире тӗлӗнтерчӗҫ! Паян ирхине ирех вӗсем тупӑклӑх патне кайнӑ,