Анчах та Турӑ хывнӑ никӗс ҫирӗппипех; унта ҫапла ҫырнӑ: «Хуҫа Турӑ Хӑйӗннисене пӗлет». Тата ҫапла ҫырнӑ: «Хуҫа Турӑ ятне асӑнакан кирек кам та йӗркесӗрлӗхрен пӑрӑнтӑр».
Пин ҫул иртмесӗр те шуйттан халӑхсене илӗртсе ан улталатӑр тесе, ангел ӑна тӗпсӗрлӗхе пӑрахрӗ. Вара питӗрсе илчӗ те пичет лартрӗ. Пин ҫул иртсессӗн ӑна самантлӑха ирӗке кӑлармалла.