60 хӑйне валли чул ту хысакне алтса тунӑ ҫӗнӗ тупӑклӑха хунӑ. Унтан тупӑклӑха кӗмелли шӑтӑка пысӑк чулпа хупласа хӑварса кайнӑ.
Иосиф Иисус ӳтне илсе таса пирпе чӗркенӗ те
Вӗсем вара тупӑклӑха хураллама кайнӑ, хупланӑ чулне пичетлесех паллӑ тунӑ, хурал тӑратнӑ.
Ҫав вӑхӑтра питӗ вӑйлӑн ҫӗр чӗтренсе илнӗ, мӗншӗн тесен Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ тӳперен анса тупӑклӑх умӗнчи чула йӑвантарса янӑ та хӑй ун ҫине ларнӑ.
Хайхисем ҫитнӗ те тупӑклӑх умӗнчи чула йӑвантарса куҫарса хунине асӑрханӑ.
Иисус, ҫаплах чун-чӗререн хурланса, Лазаре пытарнӑ тупӑклӑх патне пынӑ. Ту хӑвӑлӗн шӑтӑкне чулпа хупланӑ пулнӑ.
Вилнӗ ҫын выртакан ту хӑвӑлӗ умӗнчи чула илсен Иисус ҫӳлелле пӑхса каланӑ: «Аттем! Мана илтнӗшӗн тав тӑватӑп Сана.
Иисуса пӑталанӑ вырӑнтан инҫех те мар сад ӳснӗ. Ҫав садра унччен пӗр виле те пытарман ҫӗнӗ тупӑклӑх пулнӑ.
Эрнен малтанхи кунӗнче Мария Магдалина тул ҫутӑлса ҫитнӗ-ҫитменех тупӑклӑх патне пынӑ. Пӑхнӑ та – курах кайнӑ: шӑтӑка хупланӑ чула такам йӑвантарса янӑ.