57 Каҫ пулсан унта Аримафея хулинче ҫуралса ӳснӗ Иосиф ятлӑ пӗр пуян ҫын пынӑ; вӑл та Иисусӑн вӗренекенӗ пулнӑ.
Вӑл Пилат патне кайса Иисус ӳтне пама тархасланӑ. Пилат вара Иисус ӳтне пама хушнӑ.
Ҫавна илтсен Иоанн вӗренекенӗсем пынӑ та унӑн ӳтне тупӑклӑха илсе кайса пытарнӑ.
Кайран вара, Ҫырнинче Ун ҫинчен каланине пӗтӗмпех пурнӑҫласан, Ӑна хӗрес ҫинчен антарса тупӑклӑха хучӗҫ.