56 Вӗсен хушшинче Мария Магдалина, Иаковпа Иосия амӑшӗ Мария тата Зеведей ывӑлӗсен амӑшӗ те пулнӑ.
– Платник ывӑлӗ ҫеҫ мар-им вара Вӑл? Унӑн Амӑшӗ Мария ятлӑ вӗт-ха? Иаков, Иосий, Симон, Иуда Унӑн тӑванӗсем мар-и вара?
Мария Магдалинӑпа тепӗр Мария вара ҫавӑнтах, тупӑклӑх умӗнчех, ларнӑ.
Шӑмат кун иртсен, эрнен малтанхи кунӗнче, тул ҫутӑлнӑ чух Мария Магдалинӑпа тепӗр Мария тупӑклӑха пӑхма кайнӑ.
Мария Магдалинӑпа Иосия Марийи Ӑна ӑҫта пытарнине пӑхса тӑнӑ.
Эрнен малтанхи кунӗнче, вырсарни кун, ирпе ирех чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус чи малтан Хӑй унччен ҫичӗ усал сывлӑша хӑваласа кӑларнӑ Мария Магдалинӑна курӑннӑ.
тата усал сывлӑшран, чиртен сыватнӑ хӑш-пӗр хӗрарӑмсем пынӑ. Вӗсем хушшинче ӑшӗнчен ҫичӗ усал сывлӑш тухнӑ Магдалина текен Мария,
Иисуса пӑталанӑ хӗрес патӗнче Унӑн Амӑшӗ, Амӑшӗн аппӑшӗ, Клеопа Марийи тата Мария Магдалина тӑнӑ.
Эрнен малтанхи кунӗнче Мария Магдалина тул ҫутӑлса ҫитнӗ-ҫитменех тупӑклӑх патне пынӑ. Пӑхнӑ та – курах кайнӑ: шӑтӑка хупланӑ чула такам йӑвантарса янӑ.
Мария Магдалина вӗренекенсем патне кайнӑ та: «Эпӗ Хуҫамӑра куртӑм!» – тесе хыпарланӑ. Иисус хӑйне мӗн каланине те вӑл йӑлтах каласа кӑтартнӑ.