55 Ҫавӑнта тата Иисуса пулӑшса Ун хыҫҫӑн Галилейӑранах ҫӳренӗ хӗрарӑмсенчен нумайӑшӗ пулнӑ. Вӗсем мӗн пулса иртнине аякран пӑхса тӑнӑ.
Ҫавӑнтах аякран пӑхса тӑракан хӗрарӑмсем те пулнӑ: вӗсем хушшинче Мария Магдалина та, кӗҫӗн Иаковпа Иосия амӑшӗ Мария та, Саломия та пулнӑ.
Вӗсем Иисус Галилейӑра чухне те Ун хыҫҫӑн ҫӳренӗ, Ӑна пулӑшнӑ. Унта тата Иисуспа пӗрле Иерусалима пынӑ ытти хӗрарӑмсем те нумаййӑн пулнӑ.