Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 27:54 - Синодальный НЗ

54 Рим ҫӗрпӗвӗ тата унпа пӗрле Иисуса хураллакансем ҫӗр чӗтреннине, тем те пӗр пулса иртнине курсан сехрисем хӑпнипе каланӑ: «Ку чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн!»

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 27:54
22 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус чӗнмен. Вара аслӑ священник Ӑна ҫапла каланӑ: «Чӗрӗ Турӑ ятне асӑнса хистесех ыйтатӑп Санран, каласамччӗ пире: Эсӗ Христос-и? Турӑ Ывӑлӗ-и?»


Унтан хайхисем пӑталанӑ Иисуса хураллама ларнӑ.


«Турӑ Ҫуртне Пӑсакан, ӑна виҫӗ кун хушшинче ҫӗнӗрен Туса лартакан! Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан Хӑвна Ху ҫӑлсам, хӗрес ҫинчен анса пӑх-ха», – тенӗ вӗсем.


Вӑл Турра шанатчӗ; Турра юрӑхлӑскерех пулсан, халӗ эппин Турӑ ҫӑлтӑр Ӑна. „Эпӗ – Турӑ Ывӑлӗ,“ – тетчӗ-ҫке-ха Вӑл».


Ҫав вӑхӑтра Турӑ Ҫуртӗнчи чаршав ҫӳлтен аяла ҫитиччен ҫурмалла ҫурӑлса аннӑ, ҫӗр чӗтреннӗ, чул ту хысакӗсем те ҫурӑла-ҫурӑла кайнӑ.


Хайхи шуйттан, илӗртсе тӗрӗслекен, Ун патне пынӑ та ҫапла каланӑ: «Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан ҫак чулсене ҫӑкӑр пулма хуш».


Иисус Капернаума ҫул тытнӑ. Хулана ҫитсен Ун патне пӗр ҫӗрпӳ пырса ҫапла тархасланӑ:


Иисуса хирӗҫех тӑракан Рим ҫӗрпӗвӗ вара, Иисус ҫапла кӑшкӑрса юлашки сывлӑшне кӑларса янине курса: «Ку Ҫын чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн!» – тенӗ.


Вара пурте: «Апла Эсӗ – Турӑ Ывӑлӗ-и?» – тесе ыйтма пуҫланӑ. Иисус хуравланӑ: «Вӑл Эпӗ тесе эсир каларӑр».


«Пирӗн хамӑрӑн саккун, – тавӑрнӑ ӑна иудейсем. – Хӑйне Турӑ Ывӑлӗ тесе каланӑшӑн Ӑна пирӗн саккунпа вӗлермелле».


Кесарире тӑракан Итали полкӗ текен полкра Корнилий ятлӑ пӗр ҫӗрпӳ пулнӑ.


Ҫак сӑмахсем итлекенсен чӗрисене пырса тивнӗ, вара вӗсем Петрпа ытти апостолсенчен ыйтнӑ: «Тӑван ҫыннӑмӑрсем! Пирӗн халӗ мӗн тумалла-ши?»


Лешӗ вара тӳрех, ҫӗрпӳсемпе салтаксене пӗрле илсе, халӑх пуҫтарӑннӑ ҫӗре васканӑ. Вӗсене асӑрхасан тин халӑх Павела хӗнеме чарӑннӑ.


Павел ҫӗрпӳсенчен пӗрне чӗнсе илтернӗ те ӑна ҫапла каланӑ: «Ҫак ачана пинпӳ патне ертсе кайӑр-ха, унӑн ӑна темскер каламалли пур».


Вара, икӗ ҫӗрпӗве чӗнсе илсе, ҫапла хушнӑ: «Ик ҫӗр салтак, ҫитмӗл юланут тата ик ҫӗр ухӑҫӑ хатӗрлӗр. Каҫхине тӑхӑр сехетсенче вӗсен Кесарине каймалла.


Пире Италие караппа ярас терӗҫ. Вара Павела тата тӗрмене хупнӑ ытти ҫынсене император полкӗнчи Юлий ҫӗрпӳ аллине пачӗҫ.


Анчах та ҫӗрпӳ, Павела ҫӑлса хӑварас тесе, вӗсене чарчӗ. Вӑл ишме пӗлекенсене шыва малтан сиксе ҫырана тухма хушрӗ.


Сӑваплӑ чун-чӗм тӗлӗшӗнчен Вӑл Туррӑн хӑватлӑ Ывӑлӗ пулни вара вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ тӑрӑх уҫҫӑнах палӑрнӑ. Вӑл – Иисус Христос, пирӗн Хуҫамӑр.


Ҫав самантрах вӑйлӑн ҫӗр чӗтренчӗ те, хулан вуннӑмӗш пайӗ ишӗлсе анчӗ. Ҫӗр чӗтреннипе ҫичӗ пин ҫын вилчӗ. Ыттисем вара, вилесле хӑраса ӳксе, Ҫӳлти Турра мухтарӗҫ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ