52 Тупӑклӑхсем уҫӑлнӑ та, вилнӗ сӑваплӑ ҫынсенчен нумайӑшӗ чӗрӗлсе тӑнӑ.
Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Вӑл вӗсене каланӑ: «Лазарь тусӑмӑр ҫывӑрать, Манӑн ӑна кайса вӑратмалла».
Унтан, чӗркуҫленсе ларса, кӑшкӑрса янӑ: «Эй, Турӑҫӑм, вӗсен ҫак ҫылӑхне шута ан илсем!» Ҫапла каласанах вӑл вилсе кайнӑ.
Акӑ мӗншӗн сирӗн хушшӑрта халсӑррисем, чирлисем нумай; вилекенсем те йышлӑ.
Анчах та Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, Вӑл – пирвайхи.
Тата сире ҫак вӑрттӑнлӑха пӗлтерем: эпир пуртех те вилместпӗр, анчах пурте улшӑнатпӑр. Улшӑнасса вара пурте пӗр самантрах, юлашки труба сасси илтӗнсенех улшӑнатпӑр. Труба кӑшкӑртсан вара вилнисем ҫӗрми чӗрӗлсе тӑрӗҫ, эпир улшӑнӑпӑр.
Мӗншӗн тесен эпир Иисус вилсе чӗрӗлнине ӗненетпӗр пулсан, Иисуса ӗненсе вилнисене те Турӑ Унпа пӗрле Хӑй патне илсе пырасса шанатпӑр.
Пире пурӑннӑ чухне те, вилсессӗн те Хӑйӗнпе пултарас тесе, Христос пирӗншӗн пурӑнӑҫне панӑ.