50 Иисус тепӗр хут хыттӑн кӑшкӑрса янӑ та, Унӑн юлашки сывлӑшӗ тухнӑ.
Этем Ывӑлӗ те Хӑйшӗн тӑрӑштарма килмен, Хӑй ҫынсемшӗн тӑрӑшас тесе, нумайӑшне ҫӑлмашкӑн Хӑй чунне тӳлевлӗхе пама килнӗ».
«Тӑхтӑр-ха, пӑхса тӑрар, – тенӗ ыттисем, – Илия Ӑна ҫӑлма килет-и?»
Унтан Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ та, Унӑн юлашки сывлӑшӗ тухнӑ.
Иисус хытӑ кӑшкӑрса каланӑ: «Эй, Аттем! Сывлӑшӑма Санӑн аллуна паратӑп». Ҫапла каласанах Унӑн юлашки сывлӑшӗ тухнӑ.
Эпӗ – ырӑ кӗтӳҫӗ. Ырӑ кӗтӳҫӗ сурӑхӗсемшӗн чунне парать.
Аттем Мана пӗлнӗ пекех, Эпӗ те Аттеме пӗлетӗп. Эпӗ сурӑхӑмсемшӗн чунӑма паратӑп.
Ҫавӑнта хӗрхӳлентернӗ хӗрлӗ эрех тултарнӑ кӑкшӑм ларнӑ. Салтаксем ҫав шӗвеке сӑхтарнӑ мунчалана иссоп патакки вӗҫне тирсе Унӑн ҫӑварӗ патне илсе пынӑ.
Хӗрхӳлентернӗ хӗрлӗ эрех тутанса пӑхсан Иисус каланӑ: «Мӗн пулмалли пулчӗ!» Вара Унӑн пуҫӗ лӑштӑрах усӑннӑ та, юлашки сывлӑшӗ тухнӑ.
Ҫавӑнпа та ачасем ӳтлӗ-юнлӑ пулнӑран, вӗсем пек пулас тесе, Вӑл Хӑй те ӳтлӗ-юнлӑ пулса тӑнӑ. Ҫакна Вӑл Хӑйӗн вилӗмӗпе шуйттанӑн, вилӗм пуҫлӑхӗн, хӑватне пӗтерес тесе,
Ҫӗр ҫинче ӳтленсе пурӑннӑ чухне Иисус Хӑйне вилӗмрен ҫӑлма Пултаракана ӗсӗклесе, куҫҫулӗпе йӗрсе кӗлтунӑ, йӑлӑннӑ. Вӑл Турра хисепленӗрен Турӑ Ӑна илтнӗ.
Христос Юнӗ пире мӗн тери хӑватлӑрах тасатма пултарӗ! Вӑл Святой Сывлӑш хӑвачӗпе Хӑйне таса парнелӗхе Турра панӑ. Ҫакна Вӑл, пирӗн чунӑмӑрсене вилӗмле ӗҫсенчен тасатса, чӗрӗ те чӑн Турӑшӑн ӗҫлесе тӑччӑр тесе тунӑ.