47 Ҫакна илтсен ҫавӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗри каланӑ: «Вӑл Илияна пулӑшма чӗнет».
Эсир ҫак шухӑшӑма йышӑнма хатӗр пулсан, калам: Иоанн вӑл – килмелле тенӗ Илия.
Виҫӗ сехет тӗлӗнче вара Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: «Или! Или! Лама савахфани?» Ҫакӑ вӑл: «Эй, Турӑҫӑм! Турӑҫӑм! Мӗншӗн Эсӗ Мана пӑрахрӑн?» – тени пулать.
Ҫав самантрах вӗсенчен пӗри чупса кайнӑ та, хӗрхӳлентернӗ хӗрлӗ эрех сӑхтарнӑ мунчалана патак вӗҫне тирсе, Иисуса ӗҫме панӑ.