43 Вӑл Турра шанатчӗ; Турра юрӑхлӑскерех пулсан, халӗ эппин Турӑ ҫӑлтӑр Ӑна. „Эпӗ – Турӑ Ывӑлӗ,“ – тетчӗ-ҫке-ха Вӑл».
«Турӑ Ҫуртне Пӑсакан, ӑна виҫӗ кун хушшинче ҫӗнӗрен Туса лартакан! Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан Хӑвна Ху ҫӑлсам, хӗрес ҫинчен анса пӑх-ха», – тенӗ вӗсем.
Рим ҫӗрпӗвӗ тата унпа пӗрле Иисуса хураллакансем ҫӗр чӗтреннине, тем те пӗр пулса иртнине курсан сехрисем хӑпнипе каланӑ: «Ку чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн!»
Халӑх пӑхса тӑнӑ. Пуҫлӑхсем те халӑхпа пӗрле Иисусран тӑрӑхласа кулнӑ: «Ыттисене ҫӑлатчӗ! Вӑл Турӑ Суйласа илни, Христос пулсан, Хӑйне Хӑй ҫӑлтӑр», – тенӗ.
ҫапла каланӑ: «Эсӗ Иудея Патши пулсан, Хӑвна Ху ҫӑл ӗнтӗ!»
Эпӗ те, Аттем те – пӗр».
Эппин мӗншӗн-ха эсир Мана, Аттем Хӑй суйласа илсе тӗнчене Янӑскере, „Эпӗ – Турӑ Ывӑлӗ“ тенӗшӗнех Турра хурлатӑн, тетӗр?
«Пирӗн хамӑрӑн саккун, – тавӑрнӑ ӑна иудейсем. – Хӑйне Турӑ Ывӑлӗ тесе каланӑшӑн Ӑна пирӗн саккунпа вӗлермелле».