Ӗнтӗ Христос, Израиль Патши текенскер, халӗ хӗрес ҫинчен антӑр, эпир ҫакна курӑпӑр та вара Ӑна ӗненме пуҫлӑпӑр». Хӑйӗнпе пӗрле пӑталанисем те Унран йӗкӗлтесе кулнӑ.
Ҫапла вара, иудейсем куракан пулнӑ ҫынна татах тепӗр хут чӗнсе илнӗ. «Суймастӑп тесе Турра асӑн, – тенӗ вӗсем ӑна, – Вӑл ҫылӑхлӑ Ҫын пулнине эпир пӗлетпӗр».