41 Аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем те, ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе фарисейсем те ҫавнашкалах Унран мӑшкӑлланӑ:
«Турӑ Ҫуртне Пӑсакан, ӑна виҫӗ кун хушшинче ҫӗнӗрен Туса лартакан! Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан Хӑвна Ху ҫӑлсам, хӗрес ҫинчен анса пӑх-ха», – тенӗ вӗсем.
«Ыттисене ҫӑлатчӗ, Хӑйне Хӑй ҫӑлаймасть! Вӑл Израиль Патши пулсан, халӗ хӗрес ҫинчен анса кӑтарттӑр, вара эпир те Ӑна ӗненме пуҫлӑпӑр.
Ӑна урӑх халӑх ҫыннисен аллине тытса парӗҫ, лешсем Унран мӑшкӑлласа кулӗҫ, Ӑна хур тӑвӗҫ, Ун ҫине сурса пӗтерӗҫ,
Хӑйне тытма пынӑ аслӑ священниксене, Турӑ Ҫурчӗн хурал пуҫлӑхӗсене, ятлӑ-сумлӑ ҫынсене Иисус ҫапла каланӑ: «Эсир Мана тытма, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалҫасемпе килтӗр.
Халӑх пӑхса тӑнӑ. Пуҫлӑхсем те халӑхпа пӗрле Иисусран тӑрӑхласа кулнӑ: «Ыттисене ҫӑлатчӗ! Вӑл Турӑ Суйласа илни, Христос пулсан, Хӑйне Хӑй ҫӑлтӑр», – тенӗ.