Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 27:40 - Синодальный НЗ

40 «Турӑ Ҫуртне Пӑсакан, ӑна виҫӗ кун хушшинче ҫӗнӗрен Туса лартакан! Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан Хӑвна Ху ҫӑлсам, хӗрес ҫинчен анса пӑх-ха», – тенӗ вӗсем.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 27:40
13 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Усал та пӑсӑк ӑру хӑватшӑн антӑхать, анчах та Иона пророк хӑвачӗсӗр пуҫне ӑна нимӗнле хӑват та пулмӗ». Унтан Иисус вӗсене пӑрахса кайнӑ.


Вӗсем ҫапла каланӑ: «„Эпӗ Турӑ Ҫуртне пӑсса виҫӗ кунра ҫӗнӗрен туса лартма пултаратӑп“, – тетчӗ Вӑл».


Аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем те, ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе фарисейсем те ҫавнашкалах Унран мӑшкӑлланӑ:


«Ыттисене ҫӑлатчӗ, Хӑйне Хӑй ҫӑлаймасть! Вӑл Израиль Патши пулсан, халӗ хӗрес ҫинчен анса кӑтарттӑр, вара эпир те Ӑна ӗненме пуҫлӑпӑр.


Рим ҫӗрпӗвӗ тата унпа пӗрле Иисуса хураллакансем ҫӗр чӗтреннине, тем те пӗр пулса иртнине курсан сехрисем хӑпнипе каланӑ: «Ку чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн!»


Хайхи шуйттан, илӗртсе тӗрӗслекен, Ун патне пынӑ та ҫапла каланӑ: «Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан ҫак чулсене ҫӑкӑр пулма хуш».


ҫапла каланӑ: «Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан ҫакӑнтан сик. Ҫырнинче каланӑ вӗт-ха: „Турӑ Хӑйӗн ангелӗсене Сана упрама хушӗ, урупа чултан такӑнасран вӗсем Сана алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳрӗҫ“».


Вара Авраам ӑна ҫапла каланӑ: „Вӗсем Моисея та, пророксене те итлемесен, вилнисенчен кам та пулин чӗрӗлсе тӑрса каласан та ӗненмӗҫ“».


Ҫав пророксем пурӑнни ҫынсемшӗн асап пек пулнӑ. Ҫавӑнпа ҫӗр ҫинче пурӑнакансем вӗсем вилнишӗн савӑнӗҫ, пӗр-пӗрне парнесем парӗҫ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ