Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 27:4 - Синодальный НЗ

4 «Айӑпсӑр Ҫынна тытса парса ҫылӑха кӗтӗм», – тенӗ вӑл пуҫлӑхсене. Лешсем вара ҫапла каланӑ: «Пире мӗн ӗҫ пур? Хӑвӑнне ху пӗл».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 27:4
33 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Тата вӑл суд тумалли вырӑнта ларнӑ чухне арӑмӗ ун патне пӗр ҫынна ҫапла калама хушса янӑ пулнӑ: «Ҫав Айӑпсӑрскерне нимӗн те ан ту! Эпӗ кӗҫӗр тӗлӗкре Уншӑн хытӑ асаплантӑм».


Рим ҫӗрпӗвӗ тата унпа пӗрле Иисуса хураллакансем ҫӗр чӗтреннине, тем те пӗр пулса иртнине курсан сехрисем хӑпнипе каланӑ: «Ку чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн!»


Пилат вӗсене виҫҫӗмӗш хут каланӑ: «Мӗн усалли тунӑ вара Вӑл? Ку Ҫынна вӗлерме эпӗ нимӗнле сӑлтав та тупмарӑм, ҫавӑнпа ӗнтӗ Ӑна хӗнеттерем те кӑларса ярам», – тенӗ.


Пире тӗрӗсех айӑпланӑ, ӗҫӗмӗрсемшӗн эпир вилӗме тивӗҫлӗ. Вӑл вара нимӗнле усал ӗҫ те туман».


Ҫӗрпӳ, ҫавӑнта мӗн пулнине курсан, Турра мухтаса каланӑ: «Ку, чӑнах та, тӳрӗ ҫын пулнӑ иккен!»


«Пирӗн хамӑрӑн саккун, – тавӑрнӑ ӑна иудейсем. – Хӑйне Турӑ Ывӑлӗ тесе каланӑшӑн Ӑна пирӗн саккунпа вӗлермелле».


Вӗлерме тивӗҫлӗ нимӗнле айӑп тупаймарӗҫ пулин те, вӗсем Пилатран Ӑна вӗлерме ыйтрӗҫ.


Саккунра мӗн калани саккуна пӑхӑнакансене пурне те пырса лекет. Ҫавӑнпа та пурин ҫӑварӗ те хупланать, Турӑ умӗнче пӗтӗм тӗнче айӑплӑ пулса тӑрать. Ҫакна эпир пӗлетпӗр.


Ҫавнашкал вӗрентӳсене икӗ питлӗ, ҫунса кӗлленнӗ чунлӑ суя вӗрентӳҫӗсем сарӗҫ.


Вӗсем Турра пӗлетпӗр теҫҫӗ, анчах ӗҫӗсемпе Турра хирӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем киревсӗр, итлемеҫҫӗ, нимӗнле ырӑ ӗҫ те тума пултараймаҫҫӗ.


Пирӗн Аслӑ священник ҫавнашкал пулмалла та: таса, ҫылӑхсӑр, ҫитменлӗхсӗр. Ӑна, ҫылӑхлисенчен уйӑрса, тӳперен те ҫӳлерех ҫӗкленӗ.


Пирӗн Каин пек пулас марччӗ. Вӑл, шуйттанӑн пулнӑран, хӑйӗн пӗртӑванне вӗлернӗ. Мӗншӗн вӗлернӗ-ха вӑл ӑна? Мӗншӗн тесен хӑйӗн ӗҫӗсем усал пулнӑ, пӗртӑванӗн ӗҫӗсем вара тӳрӗ пулнӑ.


Ҫав пророксем пурӑнни ҫынсемшӗн асап пек пулнӑ. Ҫавӑнпа ҫӗр ҫинче пурӑнакансем вӗсем вилнишӗн савӑнӗҫ, пӗр-пӗрне парнесем парӗҫ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ