35 Пӑталанӑ хыҫҫӑн салтаксем Унӑн тумтирне шӑпа ярса валеҫнӗ.
Иисус каланӑ: «Эй, Аттем, каҫар вӗсене! Вӗсем хӑйсем мӗн тунине те пӗлмеҫҫӗ». Иисуса пӑталанӑ салтаксем вара Унӑн тумтирне шӑпа ярса валеҫнӗ.
Ҫапла каласан Иисус вӗсене Хӑйӗн алли-урине, аякне кӑтартнӑ. Хуҫамӑра курсан вӗренекенӗсем питӗ савӑнса кайнӑ.
«Эпир Хуҫамӑра куртӑмӑр!» – тенӗ ӑна ытти вӗренекенӗсем. «Пӑталасан суранланнӑ аллисене, аяк пӗрчисене тытса пӑхмасӑр ӗненместӗпех!» – тенӗ Фома ыттисене.
Унтан Фомана каланӑ: «Пӳрнӳсене тӑс-ха! Акӑ Манӑн аллӑмсем. Халӗ аллуна тӑсса Манӑн аякӑмри сурана сӗртӗн. Ан иккӗлен, ӗнен!»
Израиль халӑхӗ те, эсир те пӗлсе тӑрӑр: вӑл Иисус Христос Назорей ячӗпе сывалчӗ, ӑна Иисус сирӗн ума сывӑ тӑмалла турӗ. Эсир Иисуса пӑталарӑр, Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ.