Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 27:32 - Синодальный НЗ

32 Тухнӑ чухне вӗсем Симон ятлӑ Киринея ҫыннине тӗл пулнӑ, Иисусӑн хӗресне йӑтса пыма ҫавна хушнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 27:32
17 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Унтан Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Кам Ман хыҫҫӑн пыракан пулас тет, ҫав хӑй ҫинчен манса, хӑйӗн асап хӗресне йӑтса, Ман хыҫҫӑн пытӑр.


Кам сана хӑйпе пӗрле пӗр ҫухрӑм уттарать, унпа пӗрле иккӗ кай.


Ҫул ҫинче вӗсем хиртен тавӑрӑнакан Симон ятлӑ Киринея ҫыннине, Александрпа Руф ашшӗне, тӗл пулнӑ, Иисусӑн хӗресне йӑтса пыма ҫавна хушнӑ.


Ӑна илсе кайнӑ чух салтаксем хиртен тавӑрӑнакан Киринея ҫыннине, Симона, ярса тытнӑ та, хӗрес йӑттарса, Иисус хыҫҫӑн ҫӗклесе пыма хушнӑ.


Иисус, Хӑйӗн хӗресне ҫӗклесе, «Пуҫ купташки» текен вырӑна ҫитнӗ, еврейла ӑна Голгофа теҫҫӗ.


Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри Кипрпа Киринея ҫыннисем пулнӑ. Антиохине пырсан ҫавсем Иисус Хуҫамӑрӑн Ырӑ Хыпарне грексене те каласа кӑтартнӑ.


Антиохире, унти ӗненекен ушкӑнра, хӑшӗ-хӑшӗ пророксем, вӗрентекенсем пулнӑ: Варнавӑпа Нигер текен Симеон, Киринея ҫынни Луций, Ирод пуҫлӑхпа пӗрле пӑхса ӳстернӗ Манаил тата Савл.


Фригипе Памфилире тата Египетра пурӑнакансем; Киринея ҫывӑхӗнчи Ливи ҫӗрӗнчисем; Римран килнисем; иудейсем тата иудей тӗнне йышӑннӑ урӑх халӑх ҫыннисем,


Пӗр синагогӑна ҫӳрекен ҫынсем Стефанпа тавлашса кайнӑ. Ҫав синагогӑна „Ирӗклисен синагоги“ те тенӗ. Иудейсем унта Киринейӑран та, Александрияран та, Киликирен те, Асирен те ҫӳренӗ.


Унтан ӑна хуларан илсе тухнӑ та чулпа пере-пере вӗлере пуҫланӑ. Айӑп кӑтартакансем хӑйсен ҫиелти тумтирӗсене Савл ятлӑ ҫамрӑк ури умне хывса хунӑ та


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ