Ҫапла вара, Иуда пӗр ушкӑн салтака тата аслӑ священниксемпе фарисейсен тарҫисене ертсе унта пынӑ. Пурте вӗсем хунарсемпе ҫутаткӑҫсем йӑтнӑ, хӗҫсемпе пулнӑ.
Анчах та таса мар ӗҫшӗн илнӗ укҫипе Иуда пӗр ана ҫӗр туянчӗ. Унӑн виллине те, питӗ хытӑ ӳкнипе вар-хырӑмӗ ҫурӑлса, ӑш-чикки тухса кайнӑскере, ҫав ана ҫинчех тупнӑ.