Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 27:27 - Синодальный НЗ

27 Ҫавӑн чух Рим лартнӑ пуҫлӑхӑн салтакӗсем Иисуса преторине илсе кӗртнӗ те Ун тавра ытти салтаксене пулккипех пуҫтарнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 27:27
9 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫав вӑхӑтра Каиафа ятлӑ аслӑ священник керменне аслӑ священниксем, саккун вӗрентӳҫисем тата халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пухӑннӑ.


Ирпе ирех иудейсем Иисуса Каиафа патӗнчен преторине илсе пынӑ. Ирсӗрленес мар тесе вӗсем преторине кӗмен, мӗншӗн тесен хӑйсен йӑлипе каҫхине пасха апачӗ ҫимелле пулнӑ.


Ҫапла вара, Иуда пӗр ушкӑн салтака тата аслӑ священниксемпе фарисейсен тарҫисене ертсе унта пынӑ. Пурте вӗсем хунарсемпе ҫутаткӑҫсем йӑтнӑ, хӗҫсемпе пулнӑ.


Пилат вара каллех преторине кӗнӗ те Иисуса чӗнсе илсе каланӑ: «Эсӗ Иудея Патши-и?»


Кесарире тӑракан Итали полкӗ текен полкра Корнилий ятлӑ пӗр ҫӗрпӳ пулнӑ.


«Сан сӑмахна эпӗ хӑвна айӑплакансем килсе ҫитсен итлӗп». Унтан ӑна Ирод преторине хуптарса хурал тӑратма хушнӑ.


Пире Италие караппа ярас терӗҫ. Вара Павела тата тӗрмене хупнӑ ытти ҫынсене император полкӗнчи Юлий ҫӗрпӳ аллине пачӗҫ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ