26 Унтан Пилат Вараввӑна кӑларса янӑ, Иисуса, чӗн пушӑпа хӗнеттерсе, пӑталама хушнӑ.
Унтан Этем Ывӑлне урӑх халӑх ҫыннисен аллине мӑшкӑл кӑтартма, чӗн пушӑпа хӗнеме, пӑталама тытса парӗҫ. Виҫҫӗмӗш кунне Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗ».
Лешӗсем Ӑна мӑшкӑл кӑтартӗҫ, чӗн пушӑпа хӗнӗҫ, питрен сурса пӗтерӗҫ. Ӑна вӗлерӗҫ, виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ».
Вара Пилат, халӑх кӑмӑлне юрас тесе, Вараввӑна тӗрмерен кӑларттарнӑ, Иисуса, чӗн пушӑпа хӗнеттерсе, пӑталама хушнӑ.
Ҫавӑнпа эпӗ Ӑна чӗн пушӑпа хӗнеттерем те кӑларса ярам».
Пилат вара Иисуса хурал аллине панӑ та хӗнеме хушнӑ.
Вара тин Пилат вӗсене Иисуса пӑталама ирӗк панӑ. Ҫавӑнтах Иисуса тытса илсе кайнӑ.
Пире ҫылӑхсенчен хӑтарас, тӳрӗ пурӑнтарас тесе, Вӑл пирӗн ҫылӑхсене Хӑйӗн ӳчӗпе хӗрес ҫине ҫӗкленӗ. Эсир Унӑн суранӗсемпе сывалнӑ.