Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 27:24 - Синодальный НЗ

24 Пилат вара, нимӗн тума ҫуккине кура, халӑх ытларах та ытларах пӑлханнине кура, шыв илсе халӑх умӗнче аллине ҫунӑ та: «Ҫак Айӑпсӑрскерӗн юнӗ тӑкӑннишӗн эпӗ яваплӑ мар, хӑвӑрӑнне хӑвӑр пӗлӗр», – тенӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 27:24
16 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Анчах та вӗсем ҫапла калаҫса татӑлнӑ: «Халӑх пӑлханмалла ан пултӑр тесен ку ӗҫе уяв вӑхӑтӗнче тӑвас мар».


Тата вӑл суд тумалли вырӑнта ларнӑ чухне арӑмӗ ун патне пӗр ҫынна ҫапла калама хушса янӑ пулнӑ: «Ҫав Айӑпсӑрскерне нимӗн те ан ту! Эпӗ кӗҫӗр тӗлӗкре Уншӑн хытӑ асаплантӑм».


«Мӗн усалли тунӑ вара Вӑл?» – тенӗ пуҫлӑх. Анчах та халӑх тата хытӑрах: «Пӑталаттар Ӑна!» – тесе кӑшкӑрнӑ.


«Айӑпсӑр Ҫынна тытса парса ҫылӑха кӗтӗм», – тенӗ вӑл пуҫлӑхсене. Лешсем вара ҫапла каланӑ: «Пире мӗн ӗҫ пур? Хӑвӑнне ху пӗл».


Рим ҫӗрпӗвӗ тата унпа пӗрле Иисуса хураллакансем ҫӗр чӗтреннине, тем те пӗр пулса иртнине курсан сехрисем хӑпнипе каланӑ: «Ку чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн!»


Ҫапла вара Иеремия пророк урлӑ калани пурнӑҫланнӑ. Пророк ҫапла каланӑ пулнӑ: «Израиль ывӑлӗсем вӑтӑр кӗмӗл укҫалӑх Хакланине ҫавӑн чухлӗ укҫаллах илчӗҫ.


«Хуҫамӑр! Эппин урама кӑна мар, аллӑмпа пуҫӑма та ҫуса яр», – тенӗ Ӑна Петр текен Симон.


Пилат вӗсене каллех тухса каланӑ: «Вӑл айӑплӑ маррине пӗлтерме Ӑна эпӗ сирӗн патӑра кӑларттаратӑп».


Эсир Тасинчен, Тӳрӗлӗхлинчен тунса ҫын вӗлерекене ирӗке яма ыйтрӑр,


Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса Турӑ умӗнче тӳрре тухчӑр тесе, пирӗн ҫылӑхсемшӗн Вӑл ҫылӑха кӗрсе курманскере парнелӗхе кӳнӗ.


Мӗншӗн тесессӗн, пире Турӑ патне илсе пырас тесе, Христос та пирӗн ҫылӑхсемшӗн асап курнӑ. Вӑл, Тӳрӗскер, тӳрӗ мар пурӑнакансемшӗн пӗрре вилнӗ. Ӳт-пӗвне вӗлернӗ пулин те, Вӑл, чун-чӗмӗпе чӗрӗлсе,


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ