23 «Мӗн усалли тунӑ вара Вӑл?» – тенӗ пуҫлӑх. Анчах та халӑх тата хытӑрах: «Пӑталаттар Ӑна!» – тесе кӑшкӑрнӑ.
«Турӑ Суйласа илни текен Иисуса вара манӑн мӗн тумалла?» – тенӗ вӗсене Пилат. «Пӑталаттармалла!» – тенӗ пурте.
Пилат вара, нимӗн тума ҫуккине кура, халӑх ытларах та ытларах пӑлханнине кура, шыв илсе халӑх умӗнче аллине ҫунӑ та: «Ҫак Айӑпсӑрскерӗн юнӗ тӑкӑннишӗн эпӗ яваплӑ мар, хӑвӑрӑнне хӑвӑр пӗлӗр», – тенӗ.
Пилат вара аслӑ священниксене те, халӑха та каланӑ: «Ку Ҫынна айӑплама эпӗ нимӗнле сӑлтав та курмастӑп».
Вӗлерме тивӗҫлӗ нимӗнле айӑп тупаймарӗҫ пулин те, вӗсем Пилатран Ӑна вӗлерме ыйтрӗҫ.
Тавлашу хӗрнӗҫемӗн хӗрсе пынӑ. Тавлашакансем Павела туртса ҫурасран шикленсе, пинпӳ салтаксене Павела пухуран илсе тухса крепоҫе леҫме хушнӑ.
Ҫакна илтсен тарӑхса-кӑшкӑрашса, Стефан сӑмахӗсене итлес мар тесе хӑлхисене хупласа пурте ун ҫине сиксе ӳкнӗ.