21 «Сире иккӗшӗнчен хӑшне кӑларса памалла?» – тесе ыйтнӑ пуҫлӑх халӑхран. «Вараввӑна», – тенӗ ҫынсем.
Хӑйӗн керменӗ умӗнче халӑх пухӑнсан Пилат ҫынсене ҫапла каланӑ: «Эсир манран хӑшне ирӗке кӑларма ыйтатӑр: Вараввӑна е Турӑ Суйласа илни текен Иисуса?»
Ҫапах аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем Вараввӑна кӑларма, Иисуса вӗлерме ыйтмашкӑн халӑха ӳкӗте кӗртнӗ-кӗртнех.
«Турӑ Суйласа илни текен Иисуса вара манӑн мӗн тумалла?» – тенӗ вӗсене Пилат. «Пӑталаттармалла!» – тенӗ пурте.
Анчах та пахчаҫӑсем, хуҫа ывӑлне курсан: „Ашшӗн пурлӑхӗ ҫакна юлмалла, атьӑр ӑна вӗлерер те тивӗҫлӗ еткерне хамӑр илер“, – тесе шут тунӑ.
Унтан Пилат аслӑ священниксене, пуҫлӑхсене, халӑха чӗнсе пуҫтарнӑ та