15 Пасха уявӗ тӗлне Рим лартнӑ пуҫлӑхӑн тӗрмене хупнисенчен пӗрне халӑх ыйтнипе ирӗке кӑларас йӑла пулнӑ.
Анчах та вӗсем ҫапла калаҫса татӑлнӑ: «Халӑх пӑлханмалла ан пултӑр тесен ку ӗҫе уяв вӑхӑтӗнче тӑвас мар».
Ҫавӑн чухне тӗрмере пӗр Варавва ятлӑ паллӑ вӑрӑ-хурах ларнӑ.
Ҫавӑнпа эпӗ Ӑна чӗн пушӑпа хӗнеттерем те кӑларса ярам».
Пилатӑн пасха уявӗ ячӗпе тӗрмере ларакансенчен пӗрне халӑх ыйтнипе кӑларса ямалла пулнӑ.
Вара пӗтӗм халӑх: «Иисуса вӗлерттер! Эпир Вараввӑна ирӗке кӑларттарасшӑн!» – тесе кӑшкӑрма пуҫланӑ.
Петр тулта, хапха умӗнче, тӑнӑ. Кӑштахран аслӑ священник палланӑ хайхи вӗренекен тухнӑ та, хапха асӑрхаса тӑракан хӗрарӑмпа калаҫса илсе, Петра та шала кӗртнӗ.
Вара тин Пилат вӗсене Иисуса пӑталама ирӗк панӑ. Ҫавӑнтах Иисуса тытса илсе кайнӑ.
Анчах та икӗ ҫул иртсен Феликс вырӑнне аслӑ пуҫлӑха Порций Фест ларнӑ. Иудейсене юрас тесе Феликс Павела тӗрмерех хӑварнӑ.
Фест, иудейсене юрасшӑн пулса, Павелран ыйтнӑ: «Эпӗ ку ӗҫпе сана Иерусалимра суд тӑвӑп, эсӗ унта пырас теместӗн-и?»