14 Иисус хӑйӗн пӗр сӑмахне те хирӗҫ тавӑрса каламаннине курсан Пилат питӗ тӗлӗннӗ.
Иисус чӗнмен. Вара аслӑ священник Ӑна ҫапла каланӑ: «Чӗрӗ Турӑ ятне асӑнса хистесех ыйтатӑп Санран, каласамччӗ пире: Эсӗ Христос-и? Турӑ Ывӑлӗ-и?»
Хӑйне аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем айӑпланӑ чухне вара Вӑл нимӗн те чӗнмен.
Унтан Пилат Ӑна ҫапла каланӑ: «Илтместӗн-им, Сана хирӗҫ мӗн чухлӗн айӑп кӑтартаҫҫӗ?»
Анчах Иисус ҫакна хирӗҫ те нимӗн те тавӑрса каламан, ку вара Пилата тӗлӗнтерсех янӑ.
Ирод Ӑна тӗрлӗрен ыйтусем панӑ, анчах Иисус хирӗҫ нимӗн те тавӑрса каламан.
Вӑл каллех преторине кӗнӗ те Иисусран ыйтнӑ: «Эсӗ ӑҫтисем пулатӑн?» Иисус нимӗн те каламан.
Ман шухӑшпа, пире Турӑ мӗскӗнрен те мӗскӗн, вилме пӳрнӗ чурасенни пек шӑпа панӑ, мӗншӗн тесен эпир тӗнче кулли пултӑмӑр, ангелсемпе ҫынсем те пирӗнтен кулаҫҫӗ.