13 Унтан Пилат Ӑна ҫапла каланӑ: «Илтместӗн-им, Сана хирӗҫ мӗн чухлӗн айӑп кӑтартаҫҫӗ?»
Аслӑ священник ури ҫине тӑнӑ та Иисуса каланӑ: «Вӗсем Сана хирӗҫ айӑп кӑтартаҫҫӗ, Санӑн тавӑрса каламалли нимӗн те ҫук-им?»
Хӑйне аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем айӑпланӑ чухне вара Вӑл нимӗн те чӗнмен.
Иисус хӑйӗн пӗр сӑмахне те хирӗҫ тавӑрса каламаннине курсан Пилат питӗ тӗлӗннӗ.
«Эпӗ иудей-и-мӗн? – хирӗҫленӗ Пилат. – Сана Хӑвӑн халӑхупа аслӑ священник ман алла тытса пачӗҫ. Мӗн тунӑ вара Эсӗ?»
Ҫав вӑхӑтра пинпӳ Павела крепоҫе илсе кӗртме хушнӑ. Халӑх мӗн сӑлтавпа ӑна хирӗҫ пулнине, кӑшкӑрашнине пӗлес тесе вӑл Павела чӗн пушӑпа ҫаптарма хушнӑ.