12 Хӑйне аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем айӑпланӑ чухне вара Вӑл нимӗн те чӗнмен.
Иисус чӗнмен. Вара аслӑ священник Ӑна ҫапла каланӑ: «Чӗрӗ Турӑ ятне асӑнса хистесех ыйтатӑп Санран, каласамччӗ пире: Эсӗ Христос-и? Турӑ Ывӑлӗ-и?»
Унтан Пилат Ӑна ҫапла каланӑ: «Илтместӗн-им, Сана хирӗҫ мӗн чухлӗн айӑп кӑтартаҫҫӗ?»
Иисус хӑйӗн пӗр сӑмахне те хирӗҫ тавӑрса каламаннине курсан Пилат питӗ тӗлӗннӗ.
Ирод Ӑна тӗрлӗрен ыйтусем панӑ, анчах Иисус хирӗҫ нимӗн те тавӑрса каламан.
Ҫырнинче вӑл вулакан вырӑн ҫакӑ пулнӑ: „Ӑна сурӑха пусма илсе пынӑ пек илсе пынӑ. Вӑл, ҫӑмне касакан умӗнче сассӑр выртакан путек пек, ним те шарламан.
Хӑйне сӑмахпа хур тӑвакансене Вӑл хур туман, асап кӑтартакансене асаппа хӑратман, тавӑрассине Тӳрӗ суд Тӑвакан аллине панӑ.