11 Ҫав вӑхӑтра Иисуса Пилат патне илсе пынӑ. «Эсӗ Иудея Патши-и?» – тесе ыйтнӑ Унран пуҫлӑх. «Эсӗ ху ҫапла тесе каларӑн», – тавӑрнӑ Иисус.
Вара сире Мана пула пуҫлӑхсемпе патшасем патне илсе кайӗҫ. Вӗсем умӗнче тата урӑх халӑх ҫыннисем умӗнче сирӗн Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермелле пулӗ.
Вӗренекенӗ вӗрентекен пек пулсан, тарҫи хуҫи пек пулсан ҫитет вара. Кил хуҫине Веельзевул терӗҫ пулсан, унӑн кил-йышӗ пирки пушшех те ҫапла каламӗҫ-и?»
«Иудейсен Патши пулма ҫуралнӑ Ача ӑҫта-ши? Ӗнтӗ эпир хӗвел тухӑҫӗнче Унӑн ҫӑлтӑрне куртӑмӑр та Ӑна пуҫҫапма килтӗмӗр».
«Равви! Эпӗ мар пулӗ те?» – ыйтнӑ ҫавӑн чухне ӑна тытса пама килӗшнӗ Иуда. «Эсӗ хӑвах ҫапла каларӑн», – тенӗ ӑна Иисус.
«Эсӗ хӑвах ҫапла каларӑн, – тенӗ ӑна Иисус. – Эпӗ сире унтан та ытларах калатӑп: паянтан пуҫласа, малашлӑхра, эсир Этем Ывӑлӗ, Хӑватлин сылтӑм енче ларса, тӳпери пӗлӗтсем ҫинче килнине курӑр».
«Эпӗ, – тенӗ вара Иисус. – Ӗнтӗ эсир Этем Ывӑлӗ, Хӑватлин сылтӑм енче ларса, тӳпери пӗлӗтсем ҫинче килнине курӑр».
Вара пурте: «Апла Эсӗ – Турӑ Ывӑлӗ-и?» – тесе ыйтма пуҫланӑ. Иисус хуравланӑ: «Вӑл Эпӗ тесе эсир каларӑр».
Пурне те пурӑнӑҫ паракан Турӑ ячӗпе тата Понтий Пилат умӗнче Хӑй ҫинчен чаплӑн каласа пӗлтернӗ Христос Иисус ячӗпе сана ҫапла хушса калатӑп: