Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 27:1 - Синодальный НЗ

1 Тепӗр кунне тул ҫутӑлсанах аслӑ священниксем тата халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пурте пуҫтарӑннӑ та Иисуса вӗлерттерме йышӑннӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 27:1
16 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир ҫынсене Ҫӳлти Патшалӑха кӗме пӳлсе тӑратӑр; хӑвӑр та кӗместӗр, кӗрес текенсене те кӗме памастӑр.


Ирхине, тул ҫутӑлсанах, аслӑ священниксем, ятлӑ-сумлӑ ҫынсем, саккун вӗрентӳҫисем – синедрионра ларакансем пурте канашласа йышӑннипе Иисуса ҫыхса Пилат патне илсе кайнӑ.


Ҫав вӑхӑтра пӗрисем пынӑ та Иисуса ҫапла каласа кӑтартнӑ: «Галилея ҫыннисене Пилат Турӑ Ҫуртӗнче вӗлерттернӗ. Вара вӗсен юнне хӑйсем Турра кӳнӗ выльӑх-чӗрлӗх юнӗпе хутӑштарнӑ».


Тул ҫутӑлсанах халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксем тата саккун вӗрентӳҫисем пуҫтарӑннӑ. Вӗсем Иисуса синедрион канашӗ умне тӑратса:


Ирпе ирех иудейсем Иисуса Каиафа патӗнчен преторине илсе пынӑ. Ирсӗрленес мар тесе вӗсем преторине кӗмен, мӗншӗн тесен хӑйсен йӑлипе каҫхине пасха апачӗ ҫимелле пулнӑ.


Хӑйсене каланӑ пекех, апостолсем ирхине ирех Турӑ Ҫуртне пынӑ та халӑха вӗрентме пуҫланӑ. Ҫав ирхинех аслӑ священникпа унӑн ҫыннисем синедрион канашӗнче ларакансене пуҫтарнӑ, унта Израилӗн мӗн пур ятлӑ-сумлӑ ҫыннисене чӗнтернӗ. Вара тӗрмерен апостолсене илсе пыма хушнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ