75 Петр Иисус хӑйне автан авӑтиччен эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн тесе каланине аса илнӗ. Вара вӑл картишӗнчен тухнӑ та татӑлсах йӗнӗ.
Кам халӑх умӗнче Манран тунать, Эпӗ те Ҫӳлти Аттем умӗнче унран тунӑп».
«Чӑн калатӑп сана, – тенӗ ӑна Иисус, – кӗҫӗр автан авӑтичченех эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн».
Вӑл вара пӗтӗм чӗререн: «Эпӗ вӑл Ҫынна пӗлместӗпех», – тесе тупа тӑва пуҫланӑ. Ҫав самантрах автан авӑтса янӑ.
Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Чунӑма пама та хатӗр тетӗн-и? Чӑн-чӑнах калатӑп сана: автан авӑтичченех эсӗ виҫӗ хут Мана пӗлмӗш пулӑн».
Эсӗ ыттисенчен лайӑхрах тесе кам каланӑ? Турӑ панисӗр пуҫне санӑн мӗн пур? Енчен те Турӑ панӑ пулсан, мӗншӗн эсӗ илмен пек мухтанатӑн?
Эй, тӑвансем! Пӗр-пӗр ҫын мӗнле те пулин ҫылӑха кӗрсен, эсир, чун-чӗмпе пурӑнакансем, ӑна лӑпкӑ кӑмӑлпа тӳрлетӗр. Ҫав хушӑрах хамӑн та ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе харпӑр-хӑй асӑрханса пурӑнтӑр.
Юлашки вӑхӑтсенче сирӗн ҫӑлӑнӑҫ илмелле. Ӗненӗвӗре пула Турӑ хӑвачӗ сире ҫавӑншӑн сыхласа усрать.