73 Тепӗртакран ҫавӑнта тӑракансем Петр патне пырса: «Эсӗ чӑнах та вӗсен ушкӑнӗнченех, ку калаҫни-тунинчен те паллӑ», – тенӗ.
«Эпӗ вӑл Ҫынна пӗлместӗпех», – тупа тусах туннӑ каллех Петр.
Вӑл вара пӗтӗм чӗререн: «Эпӗ вӑл Ҫынна пӗлместӗпех», – тесе тупа тӑва пуҫланӑ. Ҫав самантрах автан авӑтса янӑ.
Петр каллех туннӑ. Тепӗртакран ҫавӑнта тӑракансем Петра татах ҫапла каланӑ: «Эсӗ чӑнах та ҫавсен ушкӑнӗнченех. Мӗншӗн тесен эсӗ – Галилея ҫынни, калаҫни-туни те вӗсен евӗрлех».
«Ҫак тӗрлӗ чӗлхесемпе калаҫакансем пурте Галилея ҫыннисем мар-и вара? – тӗлӗнмеллипех тӗлӗнсе ыйтнӑ вӗсем пӗр-пӗринчен.