72 «Эпӗ вӑл Ҫынна пӗлместӗпех», – тупа тусах туннӑ каллех Петр.
Вӑл хапхаран тухнӑ чухне ӑна тепӗр хӗрарӑм тарҫӑ асӑрханӑ та унти ҫынсене каланӑ: «Ак ҫакӑ та Иисус Назорейпа пӗрлеччӗ».
Тепӗртакран ҫавӑнта тӑракансем Петр патне пырса: «Эсӗ чӑнах та вӗсен ушкӑнӗнченех, ку калаҫни-тунинчен те паллӑ», – тенӗ.
Вӑл вара пӗтӗм чӗререн: «Эпӗ вӑл Ҫынна пӗлместӗпех», – тесе тупа тӑва пуҫланӑ. Ҫав самантрах автан авӑтса янӑ.
«Петр, сана калатӑп: кӗҫӗр, автан авӑтичченех, эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн», – тенӗ ӑна Иисус.