61 Вӗсем ҫапла каланӑ: «„Эпӗ Турӑ Ҫуртне пӑсса виҫӗ кунра ҫӗнӗрен туса лартма пултаратӑп“, – тетчӗ Вӑл».
Ҫавна илтсен фарисейсем вара ҫапла каланӑ: «Усалсене Вӑл урӑх нимӗнле хӑватпа та мар, усалсен пуҫлӑхӗн, Веельзевулӑн, хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать».
Аслӑ священник ури ҫине тӑнӑ та Иисуса каланӑ: «Вӗсем Сана хирӗҫ айӑп кӑтартаҫҫӗ, Санӑн тавӑрса каламалли нимӗн те ҫук-им?»
Вӑл хапхаран тухнӑ чухне ӑна тепӗр хӗрарӑм тарҫӑ асӑрханӑ та унти ҫынсене каланӑ: «Ак ҫакӑ та Иисус Назорейпа пӗрлеччӗ».
«Турӑ Ҫуртне Пӑсакан, ӑна виҫӗ кун хушшинче ҫӗнӗрен Туса лартакан! Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан Хӑвна Ху ҫӑлсам, хӗрес ҫинчен анса пӑх-ха», – тенӗ вӗсем.
Вара Иуда кӗмӗл укҫисене Турӑ Ҫуртӗнче пӑрахнӑ та хӑй кайса ҫакӑнса вилнӗ.
«„Этем аллипе тунӑ ҫак Турӑ Ҫуртне аркатма, унтан тепӗр виҫӗ кунран урӑххине, этем аллипе туманнине, ҫӗнӗрен туса лартма пултаратӑп“, – тенине эпир хамӑр илтрӗмӗр».
Иртен-ҫӳренсем Ӑна хурласа, пуҫӗсене сулла-сулла ҫапла калаҫкаланӑ: «Ай-яй, Турӑ Ҫуртне аркатакан, ӑна виҫӗ кун хушшинче ҫӗнӗрен туса лартакан!
Вара Ӑна ҫапла айӑплама пуҫланӑ: «Ку Ҫын пирӗн халӑха пӑлхатса ҫӳрет. Хӑйне Христос Патша тесе императора налук тӳлеме хушмасть!»
Турӑ Моисейпа калаҫнине эпир пӗлетпӗр. Ку Ҫын ӑҫтан иккенне вара пачах та пӗлместпӗр».
Хӑш-пӗр философсем – эпикурсемпе стоиксем – унпа тавлашма пуҫланӑ. Вӗсем Павел Иисус ҫинчен, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен вӗрентнине илтнӗ. «Ҫак пуш параппан мӗн каласшӑн ара?» – тенӗ пӗрисем. «Вӑл темле ют турӑсем ҫинчен вӗрентет пулас», – тенӗ тата теприсем.
«Ҫакскер ҫынсене Турра хисеплеме Моисей саккунӗ хушнӑ пек вӗрентмест», – тенӗ вӗсем.
Ҫак сӑмахсене каличчен халӑх Павела итлес тесех итленӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вара кӑшкӑрашма пуҫланӑ: «Кунашкал ҫын ҫӗр питӗнчен ҫухалтӑр! Вӑл пурӑнма тивӗҫ мар!»