Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 26:58 - Синодальный НЗ

58 Аслӑ священник ҫурчӗ патне ҫитичченех Петр Иисус хыҫҫӑн чылай каярахра утса пынӑ. Вӑл ӗҫ епле вӗҫленессе курас шухӑшпа картишне кӗнӗ те унти тарҫӑсемпе пӗрле ларнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 26:58
10 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫав вӑхӑтра Каиафа ятлӑ аслӑ священник керменне аслӑ священниксем, саккун вӗрентӳҫисем тата халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пухӑннӑ.


Хупа судлашас текенпе ҫул ҫинчех ҫураҫ. Ахальлӗн вӑл сана судья аллине парӗ, судья сана тӗрмене хуптарма хуралҫӑ аллине парӗ.


Вӗсем Иисуса ярса тытнӑ та аслӑ священник ҫуртне илсе кайнӑ. Петр вӗсем хыҫҫӑн чылай каярахра утса пынӑ.


Петр текен Симон кӑвайт умӗнчех ӑшӑнса тӑнӑ. «Эсӗ те Унӑн вӗренекенӗ мар-и-ха?» – ыйтнӑ унран ҫавӑнта татах. «Ҫук, ҫук», – тунса каланӑ Петр.


Аслӑ священниксемпе вӗсен тарҫисем Ӑна курсанах: «Пӑталаттар Ӑна, пӑталаттар!» – тесе кӑшкӑрнӑ. «Эпӗ Унра нимӗнле айӑп та тупмастӑп, тытӑр та хӑвӑр пӑталӑр», – тенӗ вӗсене Пилат.


Халӑхра Иисус ҫинчен ҫапла калаҫнине фарисейсем илтнӗ. Вара аслӑ священниксемпе фарисейсем Турӑ Ҫурчӗн хуралҫисене Ӑна тытма янӑ.


Ҫапла вара Турӑ Ҫурчӗн хуралҫисем аслӑ священниксемпе фарисейсем патне тавӑрӑннӑ. «Эсир мӗншӗн Ӑна тытса килмерӗр?» – тӳрех ыйтнӑ лешсем.


Анчах та тарҫисем, тӗрмене пырсан, апостолсене тупаймасӑрах тавӑрӑннӑ.


Ҫавӑн хыҫҫӑн хурал пуҫлӑхӗпе тарҫисем Турӑ Ҫуртне кайнӑ. Хӑйсене халӑх чулпа пере-пере вӗлересрен хӑранипе вара апостолсене ирӗксӗрлемесӗрех илсе пынӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ